2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунашкал савута «Юрма» агрохолдинг тума палӑртине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Организаци ҫак пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ҫул-йӗр карттине хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ савутра талӑкне 400 тонна каяш тирпейлесшӗн. Каяша типӗтсе гранула евӗр тӑвӗҫ, кайран унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑпра пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе усӑ курасшӑн.
Хальлӗхе агрохолдинг каяша уя тӑкать. Унӑн шӑрши Шупашкарта та сарӑлать. Ку ҫынсене, паллах, килӗшмест. Эппин, савут хута яни ҫак пӑтӑрмаха та пӗтерме пулӑшӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ.
Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн.
Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ.
Шупашкарта хӑмла пуҫтаракан комбайн мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленӗ. Ӑна Шупашкарти «Техмашхолдинг» предприяти туса кӑларнӑ. Кунашкал комбайн Раҫҫейре – пӗрремӗш. Техника тепӗр уйӑхран хатӗр пулӗ, унтан ӑна «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ обществӑна ярӗҫ.
Ҫӗнӗ комбайн хӑмлана лайӑх пуҫтарать: хунавӗ ҫинче пӗр хӑмла та юлмасть.
Хӑмла производстви иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пуҫланса кайнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, пирӗн производительсен хӑмлана сутас енӗпе опыт сахал пулнӑ, ҫавӑнпа ӗҫ калӑпӑшне пӗчӗклетме тивнӗ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннӑ хыҫҫӑн кӑштахран инвестор —
Сарӑтури сӗт-ҫу компанийӗ —тупӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарма унӑн хуҫисем 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Паян авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.
Савутра тӑрӑшакансене производство уҫӑлнӑ ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑшшӑн саламланӑ.
Предприяти ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа паянччен 60 ҫынна ӗҫлеме илнӗ. Кӑҫалхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче 6500 тонна продукци кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫитеҫ ҫул предприятин администраци ҫуртне тӗпрен ҫӗнетсе ҫитерме, ҫӗнӗ производство хута яма тӗллев лартнӑ.
Паянах Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗнӗ производствӑпа паллашнӑ, тавар пахалӑхне хакланӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществине йӗркеленнӗренпех ертсе пынӑ, кайран РФ Федераци Канашне сенатора суйланнӑ Вадим Николаев тӗлӗшпе тӗпчев пуҫарма йышӑннӑ. Кун пирки «Коммесарнтъ» кӑларӑм пӗлтерет. Унта ҫырни тӑрӑх тӗпчев пуҫарма РФ Следстви комитечӗн Тӗп аппарачӗ хистени сисӗнет.
Аса илтерер, Вадим Николаев хыҫҫӑн предприятине Игорь Мяснянкин ертсе пыма тытӑнчӗ. Кайран хапрӑкра шалу вӑхӑтра тӳлейми, чӑх-чӗп валли апат туянайми пулса кайрӗҫ. Энергоресурссемшӗн те парӑм пухӑнма тытӑнни ҫиеле тухрӗ.Ҫӗнӗ пуҫлӑх тӗлӗшпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май Вадим Николаев ячӗ те сиксе тухнӑ иккен. Предприятие вӑл ертсе пынӑ чух та иккӗленӳллӗ пулӑмсем пулса иртнӗ имӗш.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем уй-хирте малалла тимлеҫҫӗ. Паян вӗсем ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗрхисене акассипе те аграрисем ҫине тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑра 99,7 пин гектар акнӑ, ку вӑл планпа пӑхнин 95 проценчӗ пулать. Сӑмах май, ҫулталӑк каяллахи ҫак кун 64 пин гектар е 61 процент кӑна акнӑ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче планпа пӑхнинчен 22 процент ирттерсе акнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 2,4 процент, Муркаш районӗнче — 1,6 процент. Етӗрне, Йӗпреҫ, Елчӗк районӗсем те плана тултарнӑ.
Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вӑл тӑрӑхра ҫӗрулми ӑнса пулнине пӗлтернӗ. Ҫулпа ҫул пӗр килмест те, кӑҫал «иккӗмӗш ҫӑкӑр» чылай ҫӗрте, чӑн та, аван тухрӗ пулӗ. Канашсем вара ҫакӑншӑн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева тав тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗнче вӑл тӑрӑхра кӑҫалхи Акатуй иртнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Элтепер ҫӗрулми лартнине аса илнӗ. Михаил Игнатьев ҫавӑн чухне канашсене тӗш тырӑпа ҫӗрулми тухӑҫлӑ туса илме суннӑ-мӗн.
Канашсем ҫӑмӑл алӑллӑ ҫын ӗҫе тытӑнсан ӗҫ ӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сунни тӳрре килнишӗн хавхаланнине тата савӑннине пӗлтерсе канашсем райадминистраци сайтӗнче хыпар лартнӑ. Тухӑҫ аваннине ӗнентерме сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.
Республикӑри 18 районта ҫӗрулмипе помидора сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанка тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзор пӗлтерет.
Ҫӗрулми шӗвӗрӗлченӗ (выр. нематода) ятлӑ вӑл. Ҫак хурт ҫыншӑн хӑрушӑ мар, анчах ӑна пула тухӑҫ чакать. Шӗвӗрӗлчен ҫӗрулмине, помидора ҫиме юратать. Ӑна тӳрех асӑрхама йывӑр. Ҫимӗҫ пӗчӗк тата часах саралать пулсан шӗвӗрӗлчен ернӗ. Вӑл ҫӗрулмипе помидортан сӗткенне ӗмсе кӑларать. Ҫӗрулмин кайран карантин чирӗ глободероз пуҫланать.
Чӑваш Енре ҫак кӑпшанкӑ 1300 ытла гектар ҫӗре сиенлетнӗ. Ӑна пула ҫынсем ҫӗрулмисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗншӗн ӗрчет-ха? Ҫынсем ҫӗрулмине пӗрмай пӗр вырӑна лартаҫҫӗ, ҫӗре канма памаҫҫӗ. Кӑпшанкӑ ҫилпе, ҫӗрпе куҫма пултарать. Пушмак тӗпне ҫыпӑҫса та тепӗр лаптӑка ерет.
Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк ниепле те ураланса каяймарӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӑна панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫавна май предприятире конкурс производстви йӗркеленӗ.
Кайӑк-кӗшӗк предприятийӗшӗн тата унта ӗҫлекенсемшӗн, район экономикишӗн кӑмӑллах мар хыпара «Правда ПФо» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Арбитраж сучӗ хыпарлани тӑрӑх паян пӗлтернӗ.
Аса илтерер, предприятин акцийӗсенчен 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ.
Предприятири конкурс производстви 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хапрӑкри ҫынсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Чӑваш Ен прокуратури, республикӑри Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ ҫине тӑнипе унтисене 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ тӳленӗччӗ.
Чӑваш Енри пӗр ял хуҫалӑх предприятин ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Производство объекчӗ лицензисӗр ӗҫленине прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан, лицензисӗр газ системипе усӑ курнӑ. Кунсӑр пуҫне унта кирлӗ ӗҫченсем те пулман. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗхе те тупса палӑртнӑ.
Кун тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Предприятире хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектпа усӑ курнӑшӑн ӗҫе 60 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |